Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.
Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.
Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексӗн директорне Александр Ильина нумаях пулмасть ӗҫрен хӑтарнӑ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Сергей Семенов тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (Александр Ильин ҫавӑн пек хисеплӗ ятлӑ пулнӑ) спутник-хулари кордодром ыйтӑвне сӳтсе явакансене хӑй ертсе пыракан организацире пухнишӗн должноҫсӑр юлнӑ. Ку шухӑша парламентари «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра палӑртнӑ.
Кордодром пирки ҫакна каламалла. Маларах унта ачасем хӑйсен вӗҫев аппарачӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Кӑштахран кордодрома шав кӑларать йышши сӑлтавпа хӗсме тытӑннӑ, ӑна урӑх вырӑна куҫарма хулари депутатсем йышӑну тунӑ.
Чӑваш Енри пассажирсене турттаракан транспортӑн ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашнинех терминал пулмалла. Ку вӑл ҫынсене транспорт карттипе татӑлма май памалла. Транспорт карттипе усӑ куракансен ҫул укҫи Шупашкарта, сӑмахран, 1 тенкӗ йӳнӗрех ларать. Ку вӑл «Шупашкар–Кӳкеҫ», «Шупашкар–Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенсене те пырса тивмелле.
Терминалсем пулмаллине 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ 566-мӗш номерлӗ «О картах для безналичной оплаты проезда на транспорте общего пользования на территории Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин территорийӗнче пӗтӗмӗшле усӑ куракан транспортра укҫӑсӑр тӳлемелли картӑсем ҫинчен) йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Водительсем ун пек терминал ҫукки пирки ӑнлантарма пӑхнине пассажирсене пуҫа чикмесен те пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен терминал ҫук маршрутра укҫа тӳлемсӗрех кайма юрать.
Кӑҫал та пирӗн республикӑра Ҫӗнӗ ҫулти вӑрӑм канмалли кунсене усӑллӑ ирттерме май туса парӗҫ. «Новогодний лабиринт» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти пӑтрашуллӑ ҫулсем) ятлӑ мероприятисен ярӑмӗ кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче уҫӑлӗ те республикӑри сакӑр района илсе ҫитерӗ.
Ку проекта республикӑн Культура министерстви кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх, анчах вӑл пӗлтӗрхи ҫавӑн йышши мероприятисенчен амаланнине палӑртать. Астӑватӑр пулӗ, пӗлтӗр, чӑн та, «Время отдыхать в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре канма вӑхӑт) проекта хута янӑччӗ.
Кӑҫалхи «Ҫӗнӗ ҫулти лабиринт» хайӗн географине анлӑлатнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшенче Муркаш районӗнче кӗтеҫҫӗ, 3-мӗшӗнче – Етӗрне тата Элӗк районӗсенче, 4-мӗшӗнче – Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, 5-мӗшӗнче – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 6-мӗшӗнче – Хӗрлӗ Чутай районӗнче, 7-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Куракан валли вӗсенче кашнинчех ятарлӑ программӑсем хатӗрленӗ.
Челепи облаҫӗнче слоупстайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш унта ҫӗнтернине пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова хӗрсен йышӗнче мала тухнӑ. Унӑн тренерӗ — республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Никита Васильев.
Тепӗр ентеш Дмитрий Мулендеев пӗрремӗш тапхӑрта иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта — виҫҫӗмӗш вырӑн. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев 2018 ҫулта Кӑнтӑр Корейӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ. Сӑмах май, Лана пӗлтӗр Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.
Кӑҫалхи вунпӗр уйӑхра пирӗ республикӑра ҫемье ҫавӑрас шухӑшлисем пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 22,7 процент сахалланнӑ. Уйрӑлакансен йышӗ вара чакман — 2,3 процент нумайланнӑ.
Туй кӗрлеттерекенсем сахалланнӑран-ши, ача ҫуратакансем те йышлӑ мар: ҫемьене ҫӗн кайӑк килесси кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 3,4 процент чакнӑ. 11 уйӑхра 15169 пепке ҫуралнӑ. Ку шутран 37,1% — ҫемьери пӗрремӗш ача, 45,2% – иккӗмӗш, 13,4% – виҫҫӗмӗш.
Маларах ялта ытларах ҫурататчӗҫ пулсан, халӗ апла мар: 10147 ача хулара ҫуралнӑ, ыттисем — ялта. Ача йышлӑ ҫуратакансем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Канаш хулинче тата Патӑрьел районӗнче. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав районӗсенче йыш хушма васкамаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ.
Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Кино фончӗ республикӑри хӑш-пӗр районсене укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хальхинче конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Патӑрьел, Куславкка, Етӗрне, Тӑвай районӗсем ҫӗнтернӗ. Вӗсене 5 миллион тенкӗшер каялла тавӑрса памалла мар валеҫнӗ.
Ку укҫапа районсем хальхи йышши кинозалсем хута ярӗҫ. Анчах укҫана пӗр япалана шута илсе панӑ: кинозалсенче кӑтартакан фильмсен 50 проценчӗ Раҫҫейре ӳкернисем пулмалла.
Сӑмах май, унччен Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисене, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрнар районӗсене лекнӗ. Республикӑра ку тӗллевпе пӗтӗмпе 60 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫ укҫи ӳссе пырать. Ҫакна акционерсен обществин генеральнай директорӗ Сергей Науман Чӑваш Ен Элтеперне пӗлтернӗ.
Савута ертсе пыракан каланӑ тӑрӑх, предприятири вӑтам шалу 21,5 пин тенкӗрен 23,75 тенке ҫитнӗ. Процентпа пӑхсан ӳсӗм — 10-а ҫывӑх. Тепӗр ырӑ хыпар — хӑш-пӗр савут-хапрӑкра штата чакараҫҫӗ пулсан, «Химпромра» пачах урӑхла: 200-е яхӑн ҫын унта ҫӗнӗрен ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Предприяти хулари тата республикӑри хыснана налук хывасси 1,6 хут ӳснӗ. Продукцин 20 проценчӗ экспорта ӑсанать. Савут хӑйӗн продукцийӗнчен пӗринпе, кальци гипохлоричӗ кӑларассипе, ҫӗршывӑн ылтӑн промышленноҫӗн тата санитари учрежденийӗсемшӗн тӗп поставщик пулса тӑрасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян авиацин генерал-лейтенанчӗн, Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ.
Ҫулсерен иртекен тупӑшӑва, ӑна ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ, ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнчи тата Чӑваш Енӗн хулисемпе районӗсенчи спортсменсем пырса ҫитнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан 100-е яхӑн спортсмен 8 комплект медальшӗн вӑй виҫӗ. Хӑйсен йывӑрӑшне кура вӗсене 57, 61, 65, 70, 74, 86,97, 125 килограмчченхисем ҫине уйӑрнӑ.
Паян, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, малтанхи тата йӑпатмӑш ӑмӑртусем иртнӗ. Ыран ирхине, 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, бронза медале выляттарӗҫ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн ылтӑн медальшӗн кӗрешӗве тухӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |